Шупашкарти Чапаев скверӗнче ӗнер «Справедливая Россия» (чӑв. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей») парти халӑх пухӑвне йӗркелесе ирттернӗ. Унта коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвне, кивелнӗ ҫуртсенчи халӑха хӑтлисене куҫарассине тата ветерансен ҫӑмӑллӑхӗсене тавӑрассине хускатнӑ.
Пирӗн корреспондент Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх митинга Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн сӑмах Олег Николаев (Патшалӑх Думин депутачӗ) илнӗ. Микрофон умӗнче вӑл Мускаври «реноваци» опытне ытти тӑрӑхсене те сармалли пирки каланӑ. Чи хӗрӳ тухса калаҫакансен йышӗнче «Гидропроектра» экономист пулса ӗҫлекен Лариса Дробикова пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл унчченхи тата хальхи пулӑшу виҫисене тата хаксене танлаштарнӑ. Сӑмахран, ҫул укҫине.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене ӗҫ укси тӳлеменни пирки республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те калаҫма тытӑннӑ. Ку ыйту РФ транспорт министрне Максим Топилина кӑсӑклантарнӑ.
Максим Топилин кун пирки Патшалӑх Думинче «правительство сехетӗнче» калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва унта Чӑваш Республикинчен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутат Олег Николаев ҫӗкленӗ.
Министр ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. «Пирӗн инспекци ӗҫлӗ. Ку ыйтӑва татса пама тӑрӑшӑпӑр», — тенӗ Максим Топилин.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене пӗтӗмпе 67 миллион тенкӗ тӳлемен. Предприяти парӑма татасшӑн-ха. Вӑл регион хыснинчен социаллӑ категорие кӗрекен ҫынсене илсе ҫӳренӗшӗн 127 миллион тенкӗ уйӑрса парасса кӗтет.
Чӑваш Енре республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересшӗн. Ку шухӑш патне оппозици шутланакан парти пайташӗсем Александр Андреев коммунист тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫитнӗ.
«Куратӑр-и, ҫӑмӑллӑха мӗнпур енпе касса пыраҫҫӗ. Ӗҫ ветеранӗсен, нумай ачаллисен, ахаль тӳре-шаран перекетлӗ пурӑнма тивет. Пысӑк ертӳҫӗсен те ку утӑмпа каймалла тесе шухӑшлатӑп», — тесе каланӑ Александр Андреев «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова.
Унтан вӑл Моляковпа пӗр шухӑшлӑн республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересси ҫинчени саккун проекчӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне Коми Республикине илсе кӑтартнӑ май: «Гапликов пӗчченех чиперех ӗлкӗрсе пырать», — тенӗ. Капла туни тӑкаксене чакарма пулӑшмалла.
Герман Лебедев ячӗллӗ наци лицей-интернатӗнчи тӑрӑм пирки республикӑн прокуратури суда тавӑҫпа тухас шухӑшлӑ иккен. Ҫакӑн пирки «Справедливая Россия» (чӑв. Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ку информацие «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ.
Лебедев ячӗллӗ лицей тавралли шӑв-шав 2012 ҫулхи ҫулла пуҫланнӑччӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ ишӗлсе пырать, йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пур тесе ӑна хупма йышӑннӑччӗ. Малтанласа ӑна юсама хупма пулчӗҫ. Кайран шкул-интерната Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи ҫумне туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫтарма йышӑнчӗҫ.
Лицей-интерната ырӑ тӗллевпе хупнине ӗнентернине ҫынсем шанмасӑртарах йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. «Лицей вырӑнӗнче пӗр-пӗр суту-илӳ ҫурчӗ хӑпартса лартӗҫ», — тесе иккӗлекенсем те пулнӑччӗ.
Халӗ ку ыйтупа Чӑваш Ен прокуратури кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Шупашкар админситарицийӗн ӗҫне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн асӑннӑ орган вӗренӳ, ҫемьене тата пултаруллӑ ачасене тӗкӗ кӳрессинче кӑлтӑксем палӑртнӑ иккен. Прокуратура шучӗпе «асӑннӑ органсем» лицей-интерната чылай вӑхӑт юсаман, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтермен.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».
Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |